Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Раймов 65 ҫул тултарчӗ

Мӗнле ӗмӗт-тӗллевсемпе кӗтсе илет ҫавра ҫулне паллӑ юрӑҫ? Кун пирки вӑл Александр Осипов корреспондента каласа кӑтартрӗ.

Юрӑҫ пулма Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Чӑваш Тимеш каччи Василий Раймов ӗмӗтленмен те. Художник пулас шухӑшпа пурӑннӑскер ӑнсӑртран Пукане театрне пырса лекнӗ. Унта Герман Лебедев паллӑ композитор унӑн хӑйне евӗрлӗ сассине илтет те юрӑҫ пулма сӗнет. Шупашкарти музыка училищинче вара Василий Раймов артист ӑсталӑхне паллӑ вӗрентекен класӗнче - Тамара Супонина патӗнче туптать. 

Каярахпа Раймов Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне лекет. Пултарулӑх ушкӑнӗнчи ӗҫ ҫӑмӑлах мар - сехечӗ-сехечӗпе репетицисем, концертсемпе вӗҫӗмсӗр гастрольсем. Хӑшпӗр чух вӗсем 3-4 уйӑхӗпех пынӑ. Тата уҫӑ та янкӑр сасӑллӑ ҫамрӑк артиста ансамбль ертӳҫи Юрий Васильев малтанах пӗччен тухса юрлама хӑнӑхтарнӑ. Композиторсем те ӑна ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем парса пынӑ. Каярахпа хӑй те ача чух кукамайӗ юрланӑ юрӑсене аса илсе аранжировкӑсем тутарнӑ. Ку вара ун юрӑ пуххисене самаях илемлетнӗ тата хӑйне евӗрлӗх кӳрсе пынӑ. "Атӑл урлӑ каҫнӑ чух" юрра Раймов шӑрантариччен никам та пӗлмен - халӗ пурте пӗлеҫҫӗ. 

Ансамбльпе пӗрле вӑл гастрольсенче чикӗ леш енчи 11 ҫӗршывра пулнӑ, пур ҫӗрте те тӑван юрӑсемпе халӑх умне тухнӑ. Паллах, пултарулӑх ӗҫӗ, артист шӑпи ҫӑмӑл мар. Килти лару-тӑру, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Кун пирки Василий Раймов арӑмне тав тӑвать. Вӑл уншӑн юрӑсене пӗрремӗш итлекенӗ те, хак параканӗ те, хавхалантарса вӑй парса пыраканӗ те.

Александр Осипов, Андрей Шоклев, Михаил Солин