Паян чӑваш халӑх ҫыравҫи Сергей Павлов 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать

Пултаруллӑ калем ӑсти халӗ те юратнӑ ӗҫре тӑрӑшать.

Чӑваш Енре кашни эрнерех тухса тӑракан "Хресчен сасси" хаҫат халӗ республикӑра чи пысӑк тиражлӑ издани шутланать. Ҫакӑ, паллах, Сергей Лукияновичӑн тивӗҫӗ. 40 ҫул Раҫҫейри журналистсен союзӗнче тӑрӑшакан калем ӑсти юратнӑ ӗҫре чунне парса вӑй хурать. Сергей Лукиянович Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне пӗтернӗ хыҫҫӑн комсомолӑн Аслӑ шкулӗнчи журналистика уйрӑмӗнче тата обществӑлла наукӑсен Академийӗнче вӗреннӗ. Унтан СССР тӗп телевиденийӗнче, "Комсомольская правда" тата ытти сумлӑ хаҫатра стажировка тухнӑ. Каярахпа "Ульяновец" тата "Ҫамрӑк коммунист" хаҫатсен редакторӗ тата пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1984-мӗш ҫултанпа 6 ҫул Чӑваш АССР-ӗн телевиденипе радио патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗр вӑхӑт "Чӑваш Ен" хаҫатӑн редакторӗн ҫумӗ те пулнӑ. 92-мӗш ҫултанпа Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗн председателӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 96-мӗш ҫултанпа вара "Хресчен сасси" хаҫата тытса пырать. Пӗр вӑхӑтрах "Тӑван Атӑл", "Ялав", "Капкӑн" тата ытти хаҫат-журнал редакцийӗсенче тӑрӑшнӑ. Унсӑр пуҫне 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Хӑйне романтик тет Сергей Лукиянович.

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин.