Паян - Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ

Ӑна Раҫҫейре 2007-мӗш ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун ҫапӑҫу хирӗнче хӑюлӑх кӑтартнисене чыслаҫҫӗ. Паттӑрсен кунне халалласах тӗп хулари 27-мӗш шкулта Дмитрий Евдокимов лейтенанта асӑнса герой парттине уҫрӗҫ. Вӑл Украинӑра иртекен ятарлӑ ҫар операцийӗнче кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫ хунӑ. 

Ку шкултан 7 ҫул каялла вӗренсе тухнӑ Дмитрий Евдокимов мӗн ачаранпа тӑрӑшулӑхӗпе, хастарлӑхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе уйрӑлса тӑнӑ. "Дима лайӑх паллӑсемпе вӗреннӗ, яланах спортпа туслӑ пулнӑ - волейболла, баскетболла вылянӑ, шкул пурнӑҫне те хастар хутшӑннӑ", - каласа параҫҫӗ вӗрентекенӗсем. Аслӑ классенче ҫамрӑк хӑйӗн пулас профессине ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарас тенӗ. 

Ҫапла Дмитрий 2015-мӗш ҫулта Сызрань хулинчи Аслӑ ҫар авиацийӗн училищине вӗренме кӗнӗ. Лётчик пулма ӗмӗтленнӗ каччӑ пӗрремӗш курсранах сумлӑ профессин вӑрттӑнлӑхӗсене тӑрӑшса ӑша хывнӑ. Малтанах "Ансат-У" вертолётпа, унтан "Ми-24" мӑнаҫлӑ техникӑпа хӑвӑртах туслашнӑ. 

Кӑҫал ҫуркунне ҫамрӑк лейтенант Украинӑра пыракан ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хаяр ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче унӑн вертолетне тӑшмансем персе антарнӑ. Кабинӑра пулнӑ экипаж ҫӑлӑнайман. Ҫывӑх тӑванӗсемшӗн вӑл ӗмӗрлӗхе ырӑ кӑмӑллӑ та уҫӑ чунлӑ, тус-юлташӗсене яланах пулӑшма хатӗр чӑн-чӑн паттӑр пулса юлӗ.

Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Шупашкар каччине вилнӗ хыҫҫӑн Хӑюлӑх орденӗпе чысланӑ. Вӑл 25 ҫулта кӑна пулнӑ. 

Елена Дмитриева, Леонид Петров