Реактор сирпӗннӗ хыҫҫӑнхи пушара сӳнтерме тата радиаци юлашкине пӗтерме ҫӗр пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
1986-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗ чылай ҫыннӑн пурнӑҫне ӗмӗрлӗхе улӑштарнӑ. Ҫак кун ҫурҫӗр иртни пӗр сехет те 23 минутра Чернобыль хулинчи атом станцийӗн 4-мӗш энергоблокӑн реакторӗ сирпӗнсе ҫунма тытӑннӑ. Чӑваш Енрен инкеке пӗтерме тӑватӑ ҫулта пурӗ 2 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Паянччен вӗсенчен ҫурри те пурӑнса ҫитеймен.
Леонид Петров, Виктор Степанов