Паян - Ҫемье, Юрату тата Шанчӑклӑх кунӗ

Ӑна халалласа Атӑл тӑрӑхӗнче 8-мӗш хут "Чи ӑнӑҫуллӑ ҫемье" конкурс йӗркеленӗ. Кӑҫал ҫак сумлӑ тупӑшу финалӗ Чӑваш Енре иртет. Унта 14 регионтан нумай ачаллӑ ҫемьесем хутшӑнаҫҫӗ.

Конкурсра хӑйсен регион чысне тивӗҫлӗ хӳтӗлес тесе вӗсем нумай хатӗрленнӗ, хумханнӑ, тӗрлӗ тум ҫӗленӗ, юрлас-ташлас ӑсталӑха туптанӑ. Пурӗ 14 регионтан килсе ҫитнӗ ҫемьесем. Конкурса 2013-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Унччен ӑна тӗрлӗ тӑрӑхра ирттернӗ пулсан, малашне Чӑваш Енре тӗплентересшӗн. Тупӑшура темиҫе тапхӑр. Ҫемьесем хӑйсемпе паллаштараҫҫӗ, йӑли-йӗрки, ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республика чысне Шупашкарти Львовсен ҫемйи хӳтӗлет. 

 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров