Паттӑрсен кулленхи пурнӑҫне ҫӑмӑллатма

Республикӑра пурӑнакансем салтаксем валли пӗр чарӑнми гуманитари пулӑшӑвӗ пухаҫҫӗ. Ятарлӑ операцине хутшӑнакансен кулленхи пурнӑҫне ҫӑмӑллатма, паттӑрсене тӑван тӑрӑхра ырӑ-сывӑ кӗтнине аса илтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тиеве ыр кӑмӑллӑ ентешсем тӑтӑшах илсе ҫитереҫҫӗ, инҫе ҫула тухакансен чылай чухне хӑйсен те шар курас хӑрушлӑх пысӑк. 

Хальхи саманара айккинче юлма май ҫук - кам мӗнпе пултарать салтаксене пулӑшма тӑрӑшать. Чӑваш Енре пурӑнакансемпе пӗрле урӑх регионсенче тӗпленнӗ ентешсем те ҫак ӗҫе чунтан хутшӑнаҫҫӗ. Алексей Сержантов "Надёжный тыл Чувашии" ушкӑна йӗркелесе пырать. Пӗр шухӑшлисемпе вӑл тӑтӑшах ҫар ҫыннисем валли чи кирлине пухса вырӑна илсе ҫитерет. Чӑваш Енрен пин-пин ҫухрӑм парӑнтарма тивет. Кунтах ҫывӑх ҫыннисем парса янӑ 400 уйрӑм посылка тата, паллах, ачасен ҫырӑвӗсем. Хальхинче 6 машин Донецк халӑх республикинче тата Запорожье тӑрӑхӗнчи ентешсем патне ҫитнӗ. 

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем патне гуманитари пулӑшӑвӗпе ҫӳрекенсен йышӗ ӳссех пырать. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Тренкассинче пурӑнакан Алексей Муллин, сӑмахран, хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем панте икӗ тонна ҫурӑ тӗрлӗрен кирлӗ хатӗр илсе ҫитерчӗ: апат-ҫимӗҫ, эмел тавраш, ӑшӑ ҫи-пуҫ, хунарсемпе рацисем, окоп ҫуртисем тата ытти те. Ырӑ ӗҫре хастарсене Чӑваш наци конгресӗ те пулӑшать. Гуманитари ҫӑмӑллӑхӗ уйрӑмах малти ретре ҫапӑҫакансене пысӑк усӑ парать. Ҫакна шута илсе ушкӑн Донецк тата Запорожье тӑрӑхӗнчи чӑваш салтакӗсем патне чарӑнма тӑрӑшнӑ. Пӗрле ҫула тухнӑ Николай Дунаев священник ҫар ҫыннисемпе кашни тӗлпулмассерен кӗлӗ вуланӑ. 

Ҫитес уйӑхра ҫак ушкӑн ку тӑрӑха тепӗр хут килсе кайма шухӑшлать. Ҫакӑн евӗр пулӑшу халӗ фронта куллен кайса тӑрать. Акӑ, Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнакансен тӗллевлӗ пулӑшӑвӗ те пирӗн салтаксем патне ҫывхарса пырать. Ку вӑл - машин ҫинчи мунча. Халӑхпа влаҫ пӗр шухӑшлӑ пулсан, салтаксене ҫапла пулӑшу парса тӑрсан кирек епле йывӑрлӑха та парӑнтарма пулать. 

 

Ирина Николаева, Алексей Енейкин, Алексей Васильев