Паттӑрпа куҫа-куҫӑн

Шкулсемпе техникум-колледжсенче йӑлана кӗнӗ "Паттӑрлӑх урокӗсем" кӑҫал та малалла пыраҫҫӗ. Хальхинче вӗренекенсем Наци библиотекинче пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗл пулӑва Дмитрий Захаров министр тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Дмитрий Ефимов ҫитрӗҫ. 

Дмитрий Ефимов Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Хуракасси шкулӗн директорӗ. Вӑл "Признание - 2023" наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ, "Вӗрентекен - ҫӗршыв хӳтӗлевҫи" номинацире ҫӗнтернӗ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче "Раҫҫей" форумра ҫӗршыври тӗрлӗ регионти вӗренӳ тытӑмӗнче тӑрӑшакан, ятарлӑ ҫак операцине хутшӑннӑ 29 специалиста наградӑсемпе чысланӑ. Дмитрий Ефимов фронта хӑй ирӗкӗпе тухса кайнӑ. 2023-мӗш ҫулта вӑл килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кӑрлач уйӑхӗнчен ака уйӑхӗччен ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ. Унтан тӑван шкулта педагог ӗҫне малалла тӑснӑ. Дмитрий Анатольевич ҫӗршыва хӳтӗлесси кашни арҫын тивӗҫӗ тесе шутлать, ҫавӑнпа ҫак сулмаклӑ утӑма тӑвиччен нумай иккӗленсе тӑман. Тӗп хулари тӗрлӗ техникумра ӑс пухакансемпе тӗл пулма вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнти сӑнӳкерчӗксенчен презентаци хатӗрленӗ. Унти лару-тӑрӑва, пурнӑҫ майӗсемпе ҫамрӑксене сӑмах вӗҫҫӗн мар, курӑмлӑн паллаштарас тенӗ. Хӑйӗн темиҫе уйӑха пынӑ фронтри ҫул-йӗрне каласа панисӗр пуҫне ачасенчен те нумай ыйту ҫитрӗ. Пулас педагогсене, ытти профессие алла илекенсене салтаксене мӗн хавхалантарни те, уйрӑмах яваплӑ мӗнле хушусене пурнӑҫлани те, хӗрӳ вырӑнтан таврӑннӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫ мӗнле улшӑнни те кӑсӑклантарчӗ. "Хамран ытларах, ҫирӗпрех ыйтма пуҫларӑм, таврари ҫынсемпе вара тата та ҫемҫерех, ырӑрах пулма тӑрӑшатӑп", - тет Хуракасси шкулӗн директорӗ. 

Ҫӗршыв хӳтӗлессине тӳпине хывнӑ вӗрентекен-салтака итленӗ май хӑшӗ-пӗри хӑйсен килӗнчи паттӑрӗ пирки аса илчӗ, вӗсемпе мӑнаҫланнине палӑртрӗ.

Тӗл пулура Дмитрий Захаров министр Наци библиотекине Раҫҫей ҫарпа истори пӗрлешӗвӗнчен килнӗ тупрана - ҫӗршыв историйӗпе паллаштаракан кӗнекесене парнелерӗ. Ҫавӑн пекех тӑшман эшкерӗн 40-мӗш ҫулсенчи тата 2014-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗш ҫулчченхи тискерлӗхӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ кӑларӑмсем те вулавӑш фондӗнче упранӗҫ. 

 

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова