Ҫеҫпӗл территори уйрӑмӗнчи ялсенче халиччен малтикассен кӑна фронтовиксене пуҫ таймалли вырӑнӗ пулман. Ҫак ыйтӑва пӗлтӗр ку ялта ҫуралса ӳснӗ авиаци отличникӗ Владимир Ильин хускатнӑ. Унӑн асаилӗвӗсенче хӗрарӑмсем фронтран килекен виҫкӗтеслӗ ҫырусене куҫҫульпе вуланисем, вӑрҫӑ чарӑнсан яла алӑсӑр-урасӑр салтаксем таврӑнни ҫырӑнса юлнӑ. Хайӗн те ачаллах колхоз ӗҫне кӳлӗнме тивнӗ.
1-мӗш класлӑ пилот гражданла авиацире службӑра тӑрса 35 ҫул ҫул тӳпери ҫулсене такӑрлатнӑ, чылай хушӑ Ан-24 командирӗ пулнӑ. Ҫуралнӑ кӗтесӗ пирки те манман, ҫулленех килсе ҫӳренӗ. Хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйтӑва вырӑнти ертӳҫӗсемпе сӳтсе явас тенӗ. Ял-йыш та пархатарлӑ тӗллеве ырласа йышӑннӑ, халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программӑпа килӗшӳллӗн пысӑк та кирлӗ ӗҫе тытӑннӑ. Малтанах документсем хатӗрленӗ.
Палӑк лартас ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакӗ - 700 пин тенке яхӑн. Владимир Ильин 100 пин тенкӗ парса ӗҫе хутшӑннӑ. Малтикасран фронта тухса кайнӑ арҫынсенчен 60 ытларахӑшӗ тӑван килне таврӑнайман. Вӗсен ячӗсене ял варрине вырнаҫтарнӑ палӑк ҫинче ӗмӗрлӗх палӑртнӑ. Апла никамӑн паттарлӑхӗ те манӑҫа тухмӗ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра тӗрлӗ вӑрҫа хутшӑннисене халалланӑ пин те 700 ытла астӑвӑм вырӑнӗ. Малтикассен кӑҫалхи ял уявӗ те ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа асра юлӗ. Ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене пӗрле пуҫтарнӑ кунхине Владимир Ильин летчикпа Лидия Филиппова журналиста "Малтикас ялӗн хисеплӗ гражданинӗ" ят парса чысларӗҫ. Тӗп лапама Владимир Ильин ятне пама йышӑнчӗҫ.
Алиса Александрова, Светлана Позднякова, Виктор Степанов