Паттӑр ентешне ял халӑхӗ асрах тытать

Ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхне хӳтӗлесе Украинӑри ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Олег Федотов ячӗпе Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче волейбол турнирӗ иртрӗ. Юманай шкулӗнче вӗреннӗ ентешӗн ятне ял халӑхӗ асрах тытать. 

Олег Федотов Юманай шкулне 2010-мӗш ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Алла аттестат илсен тӗп хулара, унтан Ҫӗмӗрлери техникумра пӗлӳ илнӗ. 2012-мӗш ҫулта салтака кайма ят тухнӑ. Ҫар ӗҫӗ килӗшнӗрен вӑл унтах юлма шут тытнӑ, килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ятарлӑ операци пуҫлансан Олег Федотов хӗсметре тӑнӑ десантниксен подразделенине те Донецк тата Луганск республикисенчи мирлӗ халӑха националистсенчен хӳтӗлеме тӗллев лартаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Донецк тӑрӑхӗнчи Васильевка ялӗ ҫывӑхӗнче вӗсем пӗр ҫапӑҫӑва кӗреҫҫӗ, хирӗҫ тӑракан салтаксен вут-ҫулӑмӗ айне лекеҫҫӗ. Олег Федотов националистсен пулеметне гранатометран персе юрӑхсӑра кӑларать, юлташӗсене ҫӑлӑнма пулӑшать. Анчах та ку ҫапӑҫу уншӑн юлашки пулать. 

Шкул ачисемпе вӗрентекенсем тата ял-йыш Олег Федотов ячӗпе кашни ҫулах волейбол турнирӗ йӗркелес кӑмӑллӑ. Хальхинче ӑмӑрту муниципалитет шайӗнче пӗрремӗш хут иртрӗ пулин те унта 8 команда хутшӑнчӗ. 

Леонид Петров, Иван Павлов