Патшалӑх учрежденисене халӑха ҫывӑхрах тӑвас тӗллевпе

Чӑваш Енре стратегилле пуҫарусен Агентствипе "Росатом" патшалӑх корпорацийӗ йӗркеленӗ перекетлӗ технологисене ӗҫе кӗртессипе  ятарлӑ вӗренӳ пуҫланчӗ. 

Татьяна Баишева Чӑваш Ене Саха Республикинчен ҫитнӗ. Ҫамрӑк специалист Якутскри халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта тӑрӑшать. "Ҫынсене ӗҫе вырнаҫма, ҫӗнӗ професси алла илме, ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшатпӑр, - каласа парать Татьяна. Кунта вӑл ыттисем пекех пӗлӗвне анлӑлатать, ҫӗнӗ технологисене алла илет. Пӗтӗмпе ятарлӑ вӗренӗве ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 45 специалист хутшӑнать.

Михаил Чернов Етӗрнери халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен  центра иккӗмӗш ҫул ертсе пырать. Перекетлӗ технологисене пурнӑҫа кӗртни пулӑшу ыйтма килекенсемшӗн те, учрежденире ӗҫлекенсемшен те питӗ меллӗ  пулмалла, - тет вӑл.

Ҫакнашкал вӗренӳ Чӑваш Енре пӗрремӗш хут иртет. Йӗркелӳҫӗсен сӑмахӗпе, тӗп тӗллев - патшалӑх пулӑшӑвне илес йӗркесене  ҫӑмӑлатасси, ҫынсене  кӑткӑс ыйтусене  татса пама  тивӗҫлӗ майсем туса парасси.

Документсене пуҫтарса хатӗрлес вӑхӑта та чакарас тӗллевлӗ специалистсем. Чи пӗлтерӗшли вара - халӑхпа патшалӑх учрежденийӗсене ҫывӑхрах тӑвасси. Ятарлӑ вӗренӳ виҫӗ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшчен пырать.

Елена Дмитриева, Виктор Степанов