Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче суперсервис ӗҫлеме пуҫланӑ

Малашне ача ҫуралнине электронлӑ майпа регистрацилеме пулать. Ҫӗнӗлӗхпе усӑ курнӑ Мускав районӗнчи пӗрремӗш ҫемьене ЗАГС пайӗнче саламларӗҫ. 

Ҫемьене ҫӗнӗ кайӑк килнине халӗ инҫет мелпе регистрацилеме пулать. Ҫакна валли амашӗн ача ҫуратмалли медицина учрежденинче пепкене онлайн ҫыртарма ирӗк памалла. Заявление Госуслуги порталта йышӑнаҫҫӗ. Шӑпах унта свидетельствӑна электронлӑ майпа хӑварма е хут ҫинче хатӗрлемеллине палӑртмалла. Паянхи кун республикӑри ЗАГС органӗсенче 6 ачана инҫет мелпе регистрациленӗ. Сӑмах май, ачана патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче шута илнӗ хыҫҫӑн тӳрех электронлӑ медицина страхлав полисӗпе пенси свидетельствине хатӗрлесе параҫҫӗ.

Алена Артемкина, Андрей Шоклев