Патшалӑх пулӑшӑвне тата ял аталанӑвне сӳтсе яврӗҫ

Сергей Артамонов министр Комсомольски тӑрӑхӗнчи ҫӗр ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Округ республикӑра нумай кӑтартупа малта пырать. Ҫав вӑхӑтрах ӳсӗм тумалли те пур. 

Куҫа-куҫӑн курса калаҫни темрен паха. Ҫавӑнпа акана тухиччен кашни округа ҫитес тӗллевлӗ, - терӗ Сергей Артамонов. Каҫалсем министрпа иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкерсе тухрӗҫ, ҫакӑ кӑҫалхи тӗллевсене палӑртма кирлӗ. Ял хуҫалӑх аталанӑвне вӗсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Сӑвӑм, ҫӗр улми, пахча-ҫимӗҫ тухӑҫлӑхӗ лайӑх. Хуҫалӑхсен тупӑшлӑхӗ вара 27 процента яхӑн, республикӑри вӑтам кӑтарту 17 процент ытларах. Ял хуҫалӑх техникин паркне ҫӗнетессипе те Комсомольски тӑрӑхӗ малтисен йышӗнче. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе Чӑваш Енри ҫӗр ӗҫченӗсем хастар усӑ курнине палӑртрӗ Сергей Артамонов. Пӗлтӗр бюджетран вӗсен тӑкакӗсене саплаштарма пӗр миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 608 ял хуҫалӑх машини туяннӑ. Тӗл пулура погрузчиксемпе, типӗтмелли барабансене те программӑна кӗртме ыйтрӗҫ. Ҫак ыйтӑва Обществӑлла канаш ларӑвӗнче пӑхса тухма шантарчӗ министр. Тырӑ тухӑҫлӑхне тата аш-какай илессине ӳстермелле каҫалсен. Хальлӗхе ҫакӑ республикӑри вӑтам кӑтартуран пӗчӗкрех. Килти хушма хуҫалӑх тытакансемпе те тачӑрах ӗҫлемеллине палӑртрӗ Сергей Артамонов. Пӗлтӗр республикӑра субсиди илме пин те 500 ытла заявкӑна ырланӑ. Комсомольски округӗнче вара 5 ҫын кӑна патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ. 

Ял хуҫалӑх министрӗ шкул ҫитменнисем патӗнче те хӑнара пулчӗ. Урмаелти "Лейсан" садикре агролаборатори уҫӑлчӗ. Округра шучӗпе вӑл виҫҫӗмӗш. Ҫӗр ӗҫӗпе паллаштаракан кӗтесе йӗркелеме Рамис Хайртдинов фермер пулӑшнӑ. Мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтернӗ: калча ҫитӗнтерме теплица пур. Тӗрлӗ тӗпчев ирттерме микроскопсем, колбӑсемпе пробиркӑсем. Тунсӑхлама вӑхӑт кунта пачах та ҫук. 131 ача ҫӳрет садике. 6 ушкӑнран 4-шӗ агролабораторире тавракурӑмне пуянлатӗ. - Пирӗн тӗллев ачасене ҫӗр ӗҫӗпе паллаштарасси, кӑсӑклантарасси, - тет Сергей Артамонов. Паянхи кун ялсенчи 169 садикпе шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗсене хуҫалӑхсемпе фермерсем хӑйсен хӳттине илнӗ. 

Екатерина Фомина, Степан Гурьянов