Патшалӑх Думин депутачӗ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тата тулли мар мобилизацине лекнисен ҫемйисемпе тӗл пулчӗ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кашни ҫемьере тарӑн йӗр хӑварнӑ. Чӑваш Ен ҫыннисем те фашизма хирӗҫ хӑйсене шеллемесӗр кӗрешнӗ. Паян та мирлӗ халӑха хӳтӗлес тесе пӗтӗм вӑйне параҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова вӑрҫӑ ветеранӗсем тата тулли мар мобилизацине лекнисен ҫемйисем патне ҫитсе курчӗ. 

Аделина Гаврилова 7 ҫулта. Вӑл 1-мӗш класра вӗренет. Пӗчӗк пулин те хӗрача Ҫӗнтерӳ кунӗн пӗлтерӗшне питӗ лайӑх ӑнланать. Унӑн ашшӗ иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать, ҫӗршыва хӳтӗлет. Ҫавӑнпа та килти мӗн пур ҫӑмӑл мар тивӗҫе амӑшӗн - Надежда Гаврилован пӗчченех пурнӑҫлама тивет. Йывӑр пулнипе хӗрарӑм ӗҫне те пӑрахнӑ.

Ҫывӑх тӑванӗ ҫак кунсенче отпуска килессе кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн тӗлне Надежда хваттерӗнче юсав туса упӑшкине савӑнтарасшӑн. Хӑйӗн тӗллевӗсене вӑл Патшалӑх Думин депутатне Алена Аршинована пӗлтерчӗ. Депутат ҫавӑн пекех мобилизацине лекнӗ  арҫыннӑн ҫемйине тата мӗнле пулӑшу кирлине ыйтса пӗлчӗ. Вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пытӑр тесе Аделинӑна энциклопеди парнелерӗ. Надежда хӑйсене тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав турӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ытти ҫывӑх тӑванӗсем йывӑр вӑхӑтра пӗрле пулнине палӑртрӗ.

Алена Аршинова халӗ ҫӗршыв хӳттинче тӑракансене патшалӑх мӗнле тӗрев пани пирки каласа кӑтартрӗ. Ку тӗлӗшпе малашне те ҫӑмӑллӑхсем пурнӑҫа кӗртме шантарчӗ. 
Ҫак кунсенче вӑрҫӑ ветеранӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх. Нил Морозова хӗсмете 1942-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнче илсе кайнӑ. Вӑл Хӗвеланӑҫ фронтне лекнӗ, Минск, Кёнигсберг хулисене ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. 3 хут аманнӑ. Ӑна Хӗрлӗ ҫӑлтӑр, Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗсемпе, нумай медальпе наградӑланӑ. Алена Аршинова Нил Гавриловича сывлӑх тата хавхалану сунчӗ. Ветеран 97-ре пулсан та хастар, ҫамрӑксемпе калаҫма юратать. Кӑҫал Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма хатӗрленет.

Патшалӑх Думин депутачӗ ҫавӑн пекех парнесемпе Иван Григорьев ветеран патне ҫитрӗ. Вӑл хӑйне манманшӑн, ырӑ сӑмахсем каланӑшӑн тав турӗ. Хисеплӗ ватӑ, шел пулин те, Майӑн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ парадне тухаймӗ, сывлӑхӗ хавшакрах. Апла пулин те вӑл кӑрлач уйӑхӗнче 100 ҫулхи юбилейне кӗтсе илес хавхаланупа пурӑнать.


Надежда Александрова, Людмила Майкова, Вадим Владимиров