Патӑрьелте вӑрҫӑ ачисене халалланӑ палӑк уҫрӗҫ

1941-мӗш ҫулта тухнӑ хаяр вӑрҫӑ пӗр самантра телейлӗ ҫамрӑклӑха, пӗр шухӑшсӑр ачалӑха татнӑ. Паян вара ҫав ҫулсен нуши-тертне ӗмӗрлӗхе асра хӑварнӑ ҫынсем - мучисемпе кинемисем. Вӗсен ячӗпе Патӑрьелти скверта палӑк уҫрӗҫ. 

Хальхи вӑхӑтра округра пин те 545 вӑрҫӑ ачи пурӑнать. Ҫулӗсене кура мар вӗсен хулпуҫҫийӗсем ҫине йывӑр ӗҫ тиеннӗ. Кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр, канӑҫ курмасӑр аслисемпе тан уй-хирте вӑй хунӑ вӗсем. Монумента ҫулталӑк ытла тунӑ. Проект авторӗ - вырӑнти ӳнерҫӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Мидхать Шакиров. Палӑк пурӑнакан ӑрӑва несӗлсен ӗҫри паттӑрлӑхӗ, чун ҫирӗплӗхӗ пирки аса илтерсе тӑрӗ. Патӑрьелсемшӗн паллӑ та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫа пӗр минут шӑп тӑрса тата монумент патне чечексем хурса вӗҫлерӗҫ. 

Алиса Александрова