Патӑрьелте Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв иртрӗ

Унта "Аслисем - кӗҫӗннисене" ҫӗнӗ проект пуҫарчӗҫ. Ку вӑл "Ачалӑх ячӗпе, ачалахшӑн" ыркӑмӑллах фончӗн акцийӗ. 

Ачасен ҫуллахи каникул пуҫланчӗ. Ирӗклӗ те хаваслӑ тапхӑр. Уяв аслисемпе кӗҫӗннисене пӗрлештерчӗ. Патӑрьелти паркра халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кашни ӑру валли кунта тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ: концерт, вӑйӑсем, конкурссемпе ӑмӑртусем. Ҫак кун Патӑрьелте "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" марафонпа килӗшӳллӗн "Аслисем - кӗҫӗннисене" проект пуҫарчӗҫ. Ыркӑмаллӑх ӗҫне Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленӗ. Акцие хутшӑнма ансат. Укҫана ятарлӑ шут ҫине кьюар-код урлӑ куҫарма пулать. Патӑрьелсем пухӑннӑ укҫапа кунти "Сказка" сатикре сцена вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Дарья Петрова, Вадим Владимиров