Патӑрьел тӑрӑхӗ Беларуҫри Витебск районӗпе килӗшӳ алӑ пусрӗ

Патшалӑх палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа ыттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗ Беларуҫри Витебск районӗпе килӗшӳ алӑ пусрӗ. Савӑнӑҫлӑ тӗлпулу Мускавра "Раҫҫей" курав-форумра иртрӗ.

Пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗсене курса савӑннипе пӗрлех куравра тӗрлӗ регионпа ҫӗршывсен хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусем ҫирӗпленеҫҫӗ. Акӑ, Беларуҫ Республикин павильонӗнче эрнипех уяв пырать.

Кашни кун республикӑри пӗр-пӗр регион хӑнасене хӑйпе паллаштарса малалла тухӑҫлӑ ӗҫлеме килӗшӳсем тӑвать. Витебск облаҫӗн кунӗ те тухӑҫлӑ иртрӗ. Сцена ҫинче Раҫҫейри 20-е яхӑн регион тӗрлӗ тытӑмра пӗрле ӗҫлеме килӗшӳсем алӑ пусрӗҫ. Чи малтисен йышӗнче Патӑрьел муниципалитечӗ пулчӗ.

Килӗшӳре палӑртнӑ тӗллевсем пысӑк. Патӑрьел администрацийӗ Раҫҫейпе туслӑ Беларуҫри ӗҫтешӗсемпе малтанах ял хуҫалӑхне аталантарасшӑн. Пӗр-пӗринчен вӗренмелли сахал мар.

Аталану ҫулне культурӑри ҫыхӑнусем те такӑрлатаҫҫӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ халӑхсен хушшинчи Кокель пленэрӗ малашне Беларуҫре те иртме пуҫлӗ.

Патӑрьелсем витебсксене ятарласа музей валли сӑнӳкерчӗксем парнелерӗҫ. Пӗринче Турханти Кокель музейӗ сӑнарланнӑ. Теприн ҫинче вара 1914-мӗш ҫулта ӳкернӗ историллӗ пулӑм курӑнать. Раҫҫейри паллӑ искусство ҫыннисен йышӗнче Илья Репинпа Федор Шаляпин хушшинче Алексей Кокель тӑрать. Ҫак сӑнӳкерчӗксем юлташлӑ ҫӗршывсене туслӑ ҫыхӑнусем пирки аса илтерсех тӑрӗҫ. Тӗлпулура Витебск облаҫӗн пуҫлӑхӗ, Республикӑн Раҫҫейри посолӗ тата ытти сумлӑ хӑнасем сӑмах илчӗҫ. Пирӗн ҫӗршывсем яланах пӗрле пулнине палӑртрӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче кӑна Витебск районне хӳтӗлесе 500 ытла чӑваш салтакӗ пуҫ хунӑ. Ҫак чӑнлӑх нихӑҫан та манӑҫа тухмӗ. Уява пухӑннисем туслӑ халӑхсен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетсе малашне те пӗрле ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне утмаллине каларӗҫ. Сӑмах май, кӑҫалах Витебск хули 1050 ҫул тултарнине паллӑ тума хатӗрленет. Уява пирӗн республика делегацийӗ те хутшӑнӗ. 

 

Алексей Енейкин, Андрей Шоклев