Патӑрьел сӑн-сӑпачӗ палӑрмаллах илемленет

Пушӑ лаптӑксем вырӑнне илемлӗ парксемпе скверсем, тирпейлӗ ҫурт картишӗсемпе ача-пӑча вылямалли кӗтессем. Хӑшне тата мӗнле майпа хӑтлӑх кӳмеллине ҫулсеренех федераци программисем пулӑшнипе палӑртаҫҫӗ. Тирпей-илем кӗртмелли вырӑнсемшӗн ҫынсем хӑйсем сасӑласа суйлаҫҫӗ. Ҫапла майпа Патӑрьел сӑн-сӑпачӗ те палӑрмаллах капӑрланмалла. 

Патӑрьелти кану паркӗ ҫӗнӗрен "чӗрӗлет". Ку лаптӑка хӑтлӑх кӳрессипе юлашки ҫулсенче аванах ӗҫлеҫҫӗ - йӗри-тавра тимӗр карта тытнӑ, ӗрчесе кайнӑ йывӑҫ-тӗмрен тасатса тирпейленӗ, "Паттӑр" кӳлепине вырнаҫтарнӑ, чикӗ хутӗлевҫисене халалланӑ палӑк тата вертолёт килсе лартнӑ. Халӗ ял-йыша кану вӑхӑтне ирттермелли майсем ытларах туса параҫҫӗ. Улшӑнусен проектне патӑрьелсем пӗлтӗр пӗтӗм Раҫҫейри онлайн-сасӑлавра палӑртнӑ. 

3 гектара яхӑн йышӑнакан паркра тӗрлӗ ӳсӗмрисем валли вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттермелли майсем пулӗҫ. Акӑ, Паттӑрсен аллейинче ӗҫ вӗҫленсе пырать. Кунта Хисеп хӑмисемлӗ колоннадӑсем хӑпартнӑ, малашне Пӑлапа Юхма тӑрӑхӗнчи мухтавлӑ ҫынсен палӑкӗсене вырнаҫтарас шухӑш пур. Пӗчӗккисем валли тӗрлӗ чуччупа вылямалли хатӗрсемлӗ пуян лаптӑк пур. Уявсем ирттермелли сценӑпа саксене те тӗпрен ҫӗнетнӗ. Паян - ачасене хӳтӗлемелли кун пӗрремӗш концерт ирттерме палӑртнӑ. Уҫӑлса ҫӳремешкӗн сукмаксене якатса такӑрлатнӑ. Малашне, хушма-укҫа тенкӗ уйӑрса парсан, парка хӑтлӑрах тумалли проекта туллин пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ҫавна май спорт лапамӗ хута ярасса шанаҫҫӗ - унта волейбол, сӗтелҫи теннис, воркаут лаптӑкӗсем пулӗҫ, велоҫул тата парковка тумалла, ҫутӑ хунарӗсемпе илемлӗ кӳлепесем вырнаҫтармалла.

Ял вӗҫӗнчи ОКЦ ҫывӑхӗнчи ҫуртсенче пурӑнакансем ниҫта каймасӑрах улшӑнусене туйма пултараҫҫӗ. Кунти картишсене тирпейлеме пуҫланӑ. Ӗҫе "Ҫурт-йӗр" наци проекчӗн ятарлӑ программи пулӑшнипе тума май килнӗ. Подрядчике ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех палӑртнӑ - аукциона хакне чакармасӑр Тюмень тӑрӑхӗнчи компани выляса илнӗ. Вӑл кунти рабочисемпе тата хамӑр патра туса кӑларакан материалсемпе ӗҫлеме тӑрӑшать. 

Проектпа килӗшӳллен 3 ҫурт ҫывӑхӗнче парковкӑсем тӑваҫҫӗ - унта 40 машин лартмалӑх вырӑн пулӗ. Кашни подъезд умӗнче саксемпе ҫӳп-ҫап пӑрахмалли савӑтсем шута илнӗ. Ҫуртсем хушшинчи ҫулпа тротуара асфальт сараҫҫӗ. Йӗри-тавра 16 ҫутӑ хунарӗ пулӗ. Авӑн уйӑхӗнче туса пӗтермелли ӗҫе кунта чылай маларах вӗҫлес тӗллевлӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри ҫул-йӗр фондӗнчен аслӑ ҫултан кунта пӑрӑнса кӗмелли ҫула та тумалла - ӑна валли 800 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Малашнехи тӗллевсем пысӑк, ҫавна май ялта хӑтлӑ та илемлӗ вырӑнсем ытларах пулмалла. 

 

Ирина Николаева, Святослав Петров