Патӑрьел районӗнчи ҫамрӑк волонтерсем кинемие кӑмака туса панӑ

Анатолий Кольцов врач ертсе пынипе ачасем ҫывӑхри ялсенчи ватӑсене ӑшӑ сӑмахпа та, ырӑ ӗҫпе те пулӑшаҫҫӗ. Шкулта вӗренекенсем пӗччен пурӑнакансен кил-ҫуртпа пахчине тирпейлеҫҫӗ, эмел кӳрсе килеҫҫӗ.

Чементе пурӑнакан Любовь Дубинина ҫак кунсенче 85 ҫул тултарнӑ. Чылай хушӑ кинеми пӗчченех кил-ҫуртне тытса пырать, май ҫитнӗ таран хуҫалӑхра кӗшӗлтетет. Турханти волонтерсем ӑна тӑтӑшах пулӑшма ҫӳреҫҫӗ. Урай ҫуса памалла-и, пахчара ҫум-курӑк тасатмалла-и е эмел килсе памалла - ачасем нимӗнле ӗҫрен те хӑрамаҫҫӗ, яланах пулӑшма хатӗр. Нумай пулмасть волонтерсем Люба аппана кӑмака та туса панӑ. 

 

Ирина Николаева, Семен Антонов