Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем пухӑннисене "Сӑр чикки" постановка кӑтартрӗҫ. Ҫакӑ, паллах, хисеплӗ кинемисен чӗрине хускатрӗ, нушаллӑ ҫамрӑклӑхне аса илтерчӗ. Шӑхач ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александра Мрелькина окоп чавнӑ чухне 17-ре пулнӑ, виҫӗ уйӑх киле таврӑнмасӑр ӗҫленӗ. "Мӗнле чӑтнӑ-ши?", - тет 97-ри ветеран. Халӗ вӑл йышлӑ мӑнукӗсемпе тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать. Тӗл пулура 4 ветерана чысларӗҫ, чечек ҫыххисем парнелерӗҫ. Кам килеймен - вӗсен медалӗсене тӑванӗсене пачӗҫ. "Эсир чӑн-чӑн паттӑрсем, сиртен паянхи ҫамрӑксем тӗслӗх илеҫҫӗ", - терӗ Алла Леонидовна наградӑна тивӗҫнисене ырлӑх-сывлӑх суннӑ май.
Диана Иванова, Димитрий Макаров