Пӑрлӑ шывра ишекенсен республика ушкӑнӗ Чулхула облаҫӗнчи ӑмӑртусенчен сумлӑ наградӑсемпе таврӑннӑ

Тупӑшусенче 8 ентеш-спортсмен палӑрнӑ. Вӗсем пурӗ 36 медальпе 5 кубок ҫӗнсе илнӗ. 

Выкса хулинче иртнӗ ӑмӑртура уйрӑмах хӗрӳ тупӑшу пулнӑ. Унта вырӑнти спортсменсемсӗр пуҫне Чулхула, Павлово, Арзамас тата Шупашкар хулисенчи моржсем хутшӑннӑ. Ҫапла, командӑсен тупӑшӑвӗнче пирӗн ушкӑн 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. 

Тӗрлӗ инҫӗшне ишсе малти вырӑна тухнисен йышӗнче Татьяна Александрова, Ирина Брынцева, Михаил Андронов, Артем Ганул, Вера Крылова тата Николай Артемьев пулнӑ. 

Ҫавӑн пекех Чулхула облаҫӗнчи "Лесной ключ" кану базинче "Сивӗ вӑйӑсем" фестиваль иртнӗ. Спортсменсем 3 енлӗ тупӑшура хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ: 2200 метр чупнӑ, 8 тата 16 кило таякан кире пуканӗсене йӑтнӑ тата 50 метрлӑ вакӑра ишнӗ. Ку вӑл криотлон енӗпе ӑмӑрту пулнӑ. 

Ҫапла майпа пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти Александра Мудрая тухнӑ. Иккӗмӗшне - Ирина Брынцева, Артем Ганул виҫҫӗмӗш пулнӑ. Пирӗн республикӑри моржсен федерацине 10 ҫул каялла йӗркеленӗ. Ун йышӗнче 120 ытла ҫын. Вӑл шутра 30 спортсмен. 

Пӗр ӑмӑртуран та юлман Михаил Андронов уйрӑмах мухтавпа хисепе тивӗҫ. Вӑл 8 ҫул каялла аварине лексе урасӑр юлнӑ. Апла пулин те йывӑрлӑхсене парӑнмасть арҫын. Кашни кун вакӑра шыва кӗрет: сывлӑхне тата кӑмӑлне ҫирӗплетет. 

Надежда Александрова, Святослав Петров