Пӑрачкавра пурӑнакан Юрий Козлов килӗнче тӗрлӗ ҫулта туса кӑларнӑ музыка инструменчӗсем упранаҫҫӗ

Юрий Валентинович купӑс ӑсти. Ăна калама та, юсама та маҫтӑр вӑл. Ӑста алӑллă арҫын платникре вӑй хунӑ. Ялсенче ӗҫлесе ҫӳрене май кил хуҫисене кирлӗ мар купӑссене туяннӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемен инструментсем пухӑнса пынӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем 140 ытла пулнӑ. Паян 60-а яхӑн. Купӑссене вырнаҫтарма, вӗсемпе ӗҫлеме Юрий Козлов хӑйӗн килӗнчен аякра мар вырнаҫнӑ тӑван амӑшӗн ҫуртне йӗркене кӗртнӗ. "Пӗр нота та пӗлместӗп. Музыкӑна ятарласа нихӑҫан та вӗренмен", - тет Юрий Валентинович. Пур кӗвве те чунĕпе туйса калать вӑл. 

 


Алёна Артемкина, Игорь Ульянов