Пандеми ҫӗнӗ тӗллевсем кӑларса тӑратнӑ

Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерствин иртнӗ ҫур ҫулти кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ, тӗллевсене палӑртрӗҫ.

Кӑҫал ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви пандеми вӑхӑтӗнче республикӑра пурӑнакансене пулӑшассипе ытларах вӑй хунӑ. Вӑл шутра нумай ачаллӑ ҫемьесене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Социаллӑ тӳлевсене индексациленӗ, 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫул тултарнӑ ачасемшӗн хушма пособи ҫирӗплетнӗ, амӑш капиталӗн виҫине ӳстернӗ. Ҫапла ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 260 пин ҫемье 2 миллиард тенкӗлӗх тӗрлӗ пулӑшӑва тивӗҫнӗ. Кӑҫал нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн кашни вӗренекеншӗн хушма 5 пин тенкӗ парӗҫ. Шкула хатӗрленме укҫа-тенкӗ чылай кирлӗ. Ҫавӑнпа та ҫак пулӑшу питӗ вырӑнлӑ пулӗ. 

 

Елена Дмитриева, Семен Антонов