Паллӑ кинорежиссёрпа пӗрле асра юлакан хавхалануллӑ тӗл пулу

Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче документлӑ фильмсем ӳкерекен "Скайфёст" компани ертӳҫипе Алексей Никулинпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ун умӗн режиссёр Республика Пуҫлӑхӗпе тӗл пулчӗ. 

Алексей Никулин малтанах географи пӗрлешӗвӗн попечитель канашӗн ларӑвне хутшӑнчӗ. Чӑваш Ене туристсене илӗртес тӗлӗшпе пирӗн регионпа пӗрле ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пусрӗ. Унтан Чӑваш патшалӑх университечӗн хастарӗсемпе тӗл пулчӗ. Ирӗклӗ калаҫура студентсем кино ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе кӑсӑкланчӗҫ. Нумайӑшӗ хӑйсем те тӗрлӗрен роликсем ӳкерме маҫтӑр. Анчах та, ӑсталӑх шайне ӳстерес тесен пултарулӑх ӗҫӗнче сахал мар вӑй хумалла иккен. Алексей Юрьевич кино ӗҫне 90-мӗш ҫулсенче пуҫӑннӑ. Малтан ҫар ҫынни пулнӑ. Яланах ҫул ҫӳревре пулнӑ май историпе кӑсӑкланакансер документалистика юхӑмне кӗрсе кайнӑ та. Ҫапла, 10 ҫул каялла географи пӗрлӗшӗвне пырса лекнӗ. Унтанпа чылай кӑсӑклӑ экспедицире пулса курнӑ. Ҫӗршыв тавра ҫаврӑннӑ теме те юрать. Аудиторире пухӑннисене вӑл Калининградра ӳкернӗ Пиллау хӳтлӗхӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштаракан документлӑ фильм кӑтартрӗ.

Алексей Никулинӑн кино ӑсталӑхне "Тэфи" конкурс статуэткипе ҫирӗплетнӗ. Пултарулӑхра уншӑн вӑрттӑнлӑхсем ҫук. Мӗн пӗлнине вӑл кӑсӑкланакансемпе ирӗккӗнех пайлать. Хальхинче те студентсене сценари калӑплассинчен пуҫласа фильма мӗнле ӳкерсе монтаж тӑвасси таранах ӑнлантарчӗ, ыйтусене хуравларӗ.

Тӗлпулура "Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн" ҫӗнӗ пайташӗсене билетсем пачӗҫ. Вӑл шутра пирӗн ӗҫтеш Вероника Павлова тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ертӳҫи Геннадий Козлов пулчӗ.

Алексей Енейкин, Святослав Петров