Ҫак чӗрчунсене кунта нумай пулмасть, Салехард тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ. Пӗтӗмпе 8 пуҫ мӑйракаллӑ выльӑх. Ҫуна ҫумне кӳлекен пӑлансен мӑйракисене вара чупнӑ чух пӗр-пӗрне чӑрмантарасран кассах тӑраҫҫӗ. Чӗрчунсем хӑйсене аванах туяҫҫӗ. Вӗсене кунта хӑнӑхтарса хӑвармашкӑн вӑхӑтлӑх ханты халӑхӗн ҫынни килнӗ. 28 ҫулти Вадим Лонгортов ачаранах тундрӑра ӳснӗ, чумра пурӑннӑ.
Вадим халӗ "Ҫӗнӗ Сувар" хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене ҫурҫӗр пӑланӗсене мӗнле кӳлсе ҫӳремеллине вӗрентет. Хӗл мучипе тата Юр пикепе пӗрле ачасене нарты ҫинче ярӑнтарать. Кунта ытти чӗрчун та пайтах. Кӑнтӑр енчен ку тӑрӑха пин ҫул каялла куҫса килнӗ несӗлсен тӗве те пулнӑ, теҫҫӗ. Вӗсен йышӗ те кунта ӳссех пырать. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхра маралсем пур. Вӑрман пӑланӗсем Сиктӗрме ҫӗрӗ ҫинче хӑйсене ҫӑтмахри пекех туяҫҫӗ. Ҫак пуянлӑх туристсемшӗн чӑн-чӑн парне.
Алексей Енейкин, Димитрий Макаров