Оперӑпа балет театрӗнче патриотла концерт иртрӗ

Ӑна "Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акципе килӗшӳллӗн Культура министерствипе "Пӗрле" фонд йӗркеленӗ. Концертра пухӑннӑ пӗтӗм укҫана мобилизацие лекнӗ ҫынсене пулӑшма уҫнӑ ятарлӑ шут ҫине куҫарнӑ. 

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ку концерта пысӑк марафон пуҫламӑшӗ тесе хакларӗ. Культурӑпа патриотла ӗҫ-пуҫа кашни районпа хуларах ирттерме планлаҫҫӗ. Мобилизацие лекнисене пулӑшас тӗллевпе уҫнӑ счет ҫине паянхи куна 13 миллион тенкӗ ытларах укҫа куҫарнӑ. Уйрӑм ҫынсем, тӗрлӗ предприятипе пӗрлешӳ ҫак пархатарлӑ ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтра пурин те пӗрлешмеллине калаҫҫӗ. Пурте тӑрӑшнипе ҫак концерт хыҫҫӑн ятарлӑ счет ҫине 880 пин тенкӗ куҫарнӑ. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров