Олег Николаев Раҫҫей Пенси фончӗн Шупашкарти уйрӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ

Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗнче 371 пин пенсионер ыйтӑвне тивӗҫтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ытти ушкӑнри ҫынсене те патшалӑх пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ.

Кӑҫал ӗҫ йӗркине чылай ҫӗнӗлех кӗртнӗ. Халӗ килтен тухмасӑрах тӗрлӗ ыйтӑва татса пама пулать. Ҫӗртме уйӑхӗнчен халӑха инҫет мелӗпе йышӑнма пуҫланӑ. Ҫакӑ эпидеми вӑхӑтӗнче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла онлайн-пулӑшу уйрӑмне 600 ытла ыйту килнӗ. Вӗсене пурне те специалистсем хуравланӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан регионти пенсионерсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсемпе тӗл пулчӗ. Олег Николаев аслӑ ӑрурисене Правительство пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Сӑмах май, кӑҫал "Вӑрҫӑ ачисен" статусне ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн пекех ватӑсем республикӑри спорт учрежденийӗсенче сывлӑхне тӳлевсӗр ҫирӗплетме пултарӗҫ. 

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин