Олег Мустаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа ҫур ҫул ҫитрӗ

Тӑван халӑхӑн сумлӑ та мухтавлӑ ывӑлӗ, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Олег Мустаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа ҫур ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна халалласа тӗрлӗ тӑрӑхра асӑну каҫӗсем иртрӗҫ.

Олег Мустаев пиртен 56 ҫултах уйрӑлса кайрӗ. Ҫак ӗненме йывӑр усал хыпар пуриншӗн те пысӑк кӗтменлӗх пулчӗ. Олег Николаевич тӑван халӑхӑн эткерлӗхне упраса хӑварас тӗлӗшпе чылай пархатарлӑ ӗҫ туса хӑварчӗ. Умӗнче вара калама ҫук пысӑк тӗллевсемччӗ. Анчах та ҫур ҫул каялла кӗтмен ҫӗртен унӑн чӗри тапма чарӑнчӗ. Вӑл пуҫланӑ ырӑ ӗҫсене халӗ юлташӗсем малалла тӑсаҫҫӗ. Хисеплӗ ентешне асӑнса вӗсем тӗрлӗ тӑрӑхра асӑну каҫӗсем ирттерчӗҫ. Олег Мустаев ҫуралса ӳснӗ Елчӗк районӗнче, Чӗмпӗрпе Шупашкарта тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелерӗҫ. Вӑл йышра тӗп хулари Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче те.

Алексей Енейкин, Александр Герасимов