Транспорт министерствипе ҫул-йӗр патшалӑх инспекцийӗ йӗрке пӑсакансене асӑрхаттарас тӗлӗшпе тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ. Хальхинче ятарлӑ ушкӑн тӗп хулари Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи автобуссене тӗрӗслерӗ. Ҫакӑн пек рейдсенче транспорт юсавлине, пассажирсене турттаракансем ҫул йӗркине мӗнле пӑхӑннине, дезинфекци хатӗрӗсемпе усӑ курнине тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Маска водительсен те, пассажирсен те тӑхӑнмалла. Ҫакӑн ҫинчен калакан Хушӑва регион ертӳҫи ҫӗртме уйӑхӗнчех алӑ пуснӑ.
Елена Дмитриева, Михаил Солин