"Республика Пуҫлӑхӗн тимлӗхӗнче" проектпа килӗшӳллӗн тӗрӗслеве тухнӑ ушкӑнсем хулан тӗрлӗ кӗтесне саланчӗҫ. Пӗр урамрах, тӗрлӗ тӗлте расна лару-тӑру. Короленко урамӗнче те ҫаплах. 22-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, сӑмахран, ҫӳп-ҫап савӑчӗсем тулса тӑкӑнма пуҫланӑ. Ниҫта хума пӗлмесӗр ҫынсем кирлӗ-кирлӗ мара бак ҫумӗнче хӑвараҫҫӗ. Тӗрӗссипе кама айӑпламаллине те пӗлмелле мар. Ҫуртра пурӑнакансем эрне майлӑ контейнерсене пушатманнине калаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах юр тултарса лартнипе картише пысӑк техника кӗрейменнине те хушса хураҫҫӗ. Чӑрмавӗсем татах та пур. Машинсене тӗлли-паллисӗр лартса хӑварни те хулари тасалӑхшӑн яваплисен ҫулне пӳлет. Водительсен - хӑйсен нуши. Ытла та юрлӑ хӗл аптратсах ҫитерет. Пӗр шӑнтса, тепре ӑшӑтса яни ҫулсене пӑсать. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркене тимлекенсемпе пӗрле Богдан Хмельницкий, Дементьев, Щорс, Айхи урамӗсене ҫитсе ҫаврӑнчӗ. Тӗслӗхлӗ вырӑнсем те пур. Контейнер патне ҫитмелли ҫула хырса тасатнӑ, ҫавна май савӑчӗсем те пушах.
Тасалӑхпа йӗркешӗн яланах ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан компани яваплӑ мар. Пӗр-пӗр лаптӑк ҫурт харпӑрлӑхне кӗмест пулсан уншӑн муниципалитет яваплӑ. Ҫӳп-ҫапа илсе тухасси вара - "Ситиматик" пӗрлешӳ тивӗҫӗ. Регионти оператор кӑтартӑвӗсемпе паянхи куна Шупашкарти 70 контейнер лапамӗ патне ятарлӑ техника ҫитеймест. Ку вӑл мӗн-пуррин 3 проценчӗ. Ситиматикран пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем администраципе ҫыхӑнура ӗҫлеҫҫӗ. Пӗр-пӗр тӗле кӗреймесен хыпар яраҫҫӗ те тасатнӑ хыҫҫӑн ӑпӑр-тапӑр турттракан техника килет.
Алиса Александрова, Вероника Павлова, Вадим Владимиров








