Нумай ҫул пӗрле пурӑнни ордена тивӗҫ

Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ умӗн ҫур ӗмӗр ытла пӗрле пурӑннӑ, ҫӗршыва юрӑхлӑ ачасем ӳстернӗ мӑшӑрсене чысласси йӑлана кӗнӗ. Сумлӑ ҫемьесене "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" орденпа наградӑлаҫҫӗ. Кун пек чыс-хисепе тивӗҫнисем Чӑваш Енре 203 мӑшӑр. Ҫемье телейне, муниципалитет, регион аталанӑвне пысӑк тӳпе хывса ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Чыслав залне тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессири мӑшӑрсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсене пурне те пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле утма суйланӑ юлташне юратса хаклани, кил-йышра ҫирӗпленнӗ йӑласене упраса пурӑнни, ачисене тивӗҫлӗ воспитани пани пӗрлештерет. Мӑшӑрсенчен чылайӑшӗ - нумай ачаллӑ. Тӑвай тӑрӑхӗнчи Платоновсем 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Галина Петровна ял пурнӑҫне хастар хутшӑнать. Ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене эмелпе, апат-ҫимӗҫпе май пур таран пулӑшать. Николай Андреевич та хӑйӗн утарӗнчи пыл хурчӗсем пухакан пылак ҫимӗҫе хӗрӳ вырӑна ӑсатать. "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" ордена 7 ҫемье тивӗҫнӗ. Кашниех 50 ҫул ытла алла-аллӑн утать. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Мария Ивановнапа Анатолий Антонович Антоновсем пӗрлешнӗренпе 65 ҫул иртнине те сиссе юлайман. Ӑнланупа килӗшӳре 5 ача ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ. "Пурнӑҫри чи пысӑк телейӗмӗр - шӑпах вӗсенче", - тет мӑшӑр. 

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Лащ-Таяпа ялӗнчен ҫитнӗ Ершовсем ҫумма-ҫуммӑн 62 ҫул телейлӗ. Вӗсен те 5 ача. Николай Ивановичпа Таисия Христофоровна ӗмӗрӗпех "Слава" колхозра вӑй хунӑ, ӗҫри тӑрӑшулӑхӗшӗн, ҫитӗнӗвӗсемшӗн чылай наградӑпа сумлӑ ята тивӗҫнӗ.

"Пурнӑҫри чи пысӑк парнене эпир ӗмӗр ирттерме ҫирӗп тӗрев пулса тӑнӑ мӑшӑр тупсанах тивӗҫнӗ", - терӗҫ уява килнисем хӑйсене сума сунӑшӑн тав тунӑ май. Республикӑри 25 ҫул ытла мӑшӑрлӑ пурӑнакан тепӗр 70 ҫемьене "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" медальпе чысланӑ.

Алиса Александрова, Елена Михайлова, Игорь Ульянов