Унпа килӗшӳллӗн асӑннӑ ушкӑнри ҫемьесене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленме кашни шкул ачишӗн 5 пин тенкӗ параҫҫӗ. Ку вӑл - пӗр хут тӳлев. Ҫак пулӑшӑва республикӑри 11 пин те 700 ҫемье тивӗҫме пултарать. Вӗсенче 25 пин те 600 ача ҫитӗнет. Республика бюджетӗнчен ҫакӑн валли 130 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Елена Дмитриева, Семен Антонов