Николай Владимиров сенатор Тӑвайсен аталанӑвӗпе паллашрӗ

Нумай пулмасть ҫӗнӗ врач амбулаторийӗ уҫӑлнӑ, кӗҫех вара ӗне вити хута ярасшӑн. Тӑвайсен ҫитӗнӗвӗсемпе тата тӗллевӗсемпе Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров паллашрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе килнисене йышӑнчӗ.

Турикас Тушкилти врач амбулаторийӗ иртнӗ ҫул раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫӑлнӑ. Учреждение наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Ҫакна валли федераци хыснинчен 22 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Участок больници ялта унччен те пулнӑ. Анчах та 60-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑ учреждени самай кивелнӗ, хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерме пӑрахнӑ. Ҫӗнӗ амбулатори уҫнипе халӑх кӑмӑллӑ.

Ҫавӑн пекех сенатор Сергей Илларионов хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче пулса курчӗ. Кунта 1081 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Вӑл шутра 440 сӑвакан ӗне. Ӗҫе ҫӑмӑллатма тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал 10 миллион тенкӗ ытлалӑх 2 трактор тата 3 хатӗр туяннӑ. Тӗллевсем пысӑк хуҫалӑхра. Кӑҫал 440 пуҫлӑх ӗне вити тӑвасшӑн. Проект хакӗ 300 миллион тенкӗ. Николай Владимиров ҫавӑн пекех ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров