Николаев паркӗнче вырнаҫнӑ "Ковчег" зоокӗтесре "Чӑрӑш" акци пуҫланать 

Унта кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнма пултарать. Усӑ курнӑ уяв йывӑҫҫине кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшчен йышӑнаҫҫӗ. 

Симӗс чӑрӑш лӑссисене чӗрчунсем кӑмӑлласа ҫиеҫҫӗ. Унта сивӗре уйрӑмах кирлӗ витамин нумай. Унсӑр пуҫне вӗсемпе йӑвасене ӑшӑтма питӗ лайӑх. Ҫавӑн пекех туратсем читлӗхсене илем кӳреҫҫӗ. Акци кашни кун 10 сехетрен пусласа 18 сехетччен пырать. Чӑрӑшсем, паллах, теттесемсӗр пулмалла тата им-ҫампа усӑ курманнисем. Унсӑрӑн вӗсем чӗрчунсене сиен кӳме пултараҫҫӗ.

Сивӗ ҫанталӑкра "Ковчегри" ӑшӑтакан хатӗрсем мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесех тӑмалла. Кашни чӗрчунӑн картинче ятарлӑ лампа вырнаҫтарнӑ. Ӑшша юратаканнисем, сӑмахран ҫӗленсемпе сурикатсем, ун айне выртсах хӗртӗнме пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисене тата ятарлӑ хатӗрсемпе ӑшӑтма тивет. 

Ҫав вӑхӑтрах шартлама сивӗрен хӑраманнисем те пур. Кроликсем, качакасем, альпака уҫӑ сывлӑшра ҫӳреме питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. 

 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров