Никам та манӑҫман

Чулхула облаҫӗнче ҫак кунсенче шырав отрячӗсен слёчӗ иртрӗ. Унта Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнчен 14 команда хутшӑнчӗ. Чӑваш Ен чысне "Память", "Георгиевская лента" тата "Веда" шырав отрячӗсен пӗрлештернӗ ушкӑнӗ хӳтӗлерӗ. 

Слёта хастарсем Истомино ялӗнчи "Гвардеец" вӗренӳ центрне пухӑнчӗҫ. Виҫӗ кун хушшинче тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухрӗҫ вӗсем. Ҫарпа истори тата шырав ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ викторина ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама, топографи карттипе ӗҫлеме пӗлнине кӑтартрӗҫ. Ҫавӑн пекех шыравҫӑсем кӑҫалхи экспедици вӑхӑтӗнче тупнӑ япаласемпе паллаштарчӗҫ. Кашниех Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин хаяр кунӗсене аса илтереҫҫӗ. Раҫҫейри шыравҫӑсен юхӑмӗ 42 пин ытла ҫынна пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсем паянхи ӑрушӑн кӑна мар, пулас несӗлсемшӗн пысӑк та пархатарлӑ ӗҫ тунине палӑртрӗҫ слётра. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх виҫҫӗмӗш вырӑна Самар облаҫӗ тухрӗ, иккӗмӗшне Пенза тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ ушкӑн йышӑнчӗ. Пӗрремӗш вырӑна пирӗн республика отрячӗ тивӗҫрӗ. 

Екатерина Фомина