Несӗлсемпе хальхи ӑру ҫыхӑнӑвне сӑнлакан пулӑм

Улатӑрта, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрнарта, Елчӗкре, Каҫалта. Кӑҫал "Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр" акципе килӗшӳллӗн Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм республикӑри темиҫе округра вӑй илчӗ. Комсомольскинчи Мухтав Монуменчӗ умӗнче иртнӗ ӗҫ-пуҫа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ. 

Раҫҫей Президенчӗн Хушӑвӗпе 2022-мӗш ҫултанпа «Газпром» ҫӗршывӑн тӗрлӗ ял-хулинче ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫунтӑр тесе газпа тӳлевсӗр тивӗҫтерет. Республикӑри муниципалитетсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вырӑнти паттӑрӗсене асӑнса вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ялкӑшса пыраҫҫӗ. Пӗлтӗр Шӑмӑршӑра, Кӳкеҫре, Пӑрачкавра, Ишлейре ҫутнӑ. Кӗтне тӑрӑхӗнче те ҫак пулӑма курма йышлӑн пухӑнчӗҫ. 

"Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм пире тӗне, нацине кура мар татах та ҫывӑхлантарать. Уйрӑмах Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче пӗлтерӗшлӗ ҫакӑ. Эпир астӑвӑмпа Ҫӗнтерӗве шанни пекех ҫак ҫулӑм та сӳнми ҫунтӑр", - палӑртрӗ Олег Николаев. 

Комсомольски тӑрӑхӗн Аслӑ вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ Совет Союзӗн 5 Геройӗ. Вӗсен тата Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ кашни фронтовик ятне упракан лапама тирпейлӗхре тытассине Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи ачасем хӑйсем ҫине илнӗ. Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫуннӑ вӑхӑтра несӗлсемпе хальхи ӑру ҫыхӑнӑвӗ татӑлмӗ. 

Алиса Александрова, Денис Афанасьев