Вӑл сумлӑ ӑсчах, сӑвӑҫ, композитор, юрӑҫ, ӳнерҫӗ, нумай-нумай ырӑ пуҫарупа тӑванлӑх юхӑмӗн чӑн-чӑн хастарӗ. Ирина Сухареван пултарулӑх енӗсем асамат кӗперӗн мӗнпур тӗсӗпе ялкӑшаҫҫӗ тесен те юрать. Тӑван халӑхӑн пурнӑҫ ҫулне хӗвел пайӑрки евӗр ҫутатса ырӑ малашлӑха чӗнеҫҫӗ.
Ирина Саригель Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнче, Чӑваш Нукасак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам шкула кӗмӗл медальпе пӗтернӗ хыҫҫӑн Пушкӑрт патшалӑх университечӗн истори факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Каярахпа аспирантурӑна кӗнӗ. Пушкӑртстанри халӑхсен этнографи, унтан наци музейӗнче ӑслӑлӑх ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Славян, тӗрӗк тата финно-угор халӑхӗсен уйрӑмлӑхӗсене шӗкӗлчесе экспозицисем хатӗрленӗ. Ҫулсем иртнӗ май кандидат диссертацине хӳтӗлесе Раҫҫей патшалӑх суту-илӳпе экономика университечӗн Ӗпхӳри уйрӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2005-мӗш ҫултанпа вара Пушкӑрт патшалӑх медицина университетӗнче вӑй хурать, доцент, профессор пулать. 2013-мӗш ҫултанпа Ирина Витальевна истори ӑслӑлӑхӗн докторӗ. Ҫак вӑхӑтра хисеплӗ ӑсчах пуҫӗпех наукӑна путса 200 ытла тӗпчев ӗҫӗ, монографисемпе вӗренӳ кӗнекисем, тӗрлӗрен пособи хатӗрленӗ. Пушкӑртстанри чӑвашсен историйӗпе йӑли-йӗркине тӗпчесе Раҫҫей халӑхӗсен аваллӑх фондне пуянлатнӑ.
Ирина Витальевна чылай ҫул Пушкӑртстанри чӑвашсен "Канаш" пӗрлешӗвне ертсе пырать. Чӑваш наци наукӑпа искусство академийӗн пайташӗ шутланать. Яланах тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнать, поэзипе музыка ӑсталӑхӗнче тимлет. 150 яхӑн юрӑ хывнӑ май черетлӗ поэзи пуххине кӑларма хатӗрленет. Чун-чӗре яланах чӑвашсем патне туртнине калать.
Хисеплӗ профессор Ӗпхӳри нефть техникин университетӗнче те вӑй хурать. Пушкӑртстанри аслӑ шкулсенче иртекен наукӑпа практика конференцийӗсене, Раҫҫейпе тӗрлӗ халӑх хушшинчи форумсене хутшӑнать, юрӑ кӗвӗ уявӗсенче палӑрать. Ҫак тата ытти ҫитӗнӳсемпе мӑнаҫланса пухӑннисем Ирина Витальевнӑна чӗререн тав турӗҫ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.
Шупашкар ҫавра ҫулне шута илсе наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ пултарулӑх каҫне Ирина Витальевнан ентешӗсем те йышлӑн килнӗ. Вӑл шутра Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пулчӗ. Хисеплӗ хӑнасем Ирина Сухареван ӗҫӗсемпе мӑнаҫланнӑ май вӑл чӑваш халӑхӗн мухтавӗ пулнине каларӗҫ. Чӑннипех те, сумлӑ ӑсчах хӑйӗн яваплӑ тивӗҫне туйса ӑру йывӑҫҫин кӗрнеклӗ тымарӗсем тӑрӑх тӑван халӑх пуянлӑхӗн паха сӗткенне паянхи ҫамрӑксем патне илсе ҫитерессишӗн тӑрӑшать. Наукӑри тарӑн пӗлӗвӗсене усӑ курса чӑвашсенче тӑванлӑх туйӑмне вӑратать, вӗсене наци юхӑмне явӑҫтарать. Пархатарлӑ ӗҫре эпир те ӑна ӑнӑҫу тата ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
Алексей Енейкин, Виктор Чугаров