Наука ӗҫне шкул ачисене явӑҫтарас тӗллевлӗ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе ҫамрӑк ӑсчахсен тӗл пулӑвӗнче сӑмах пычӗ. 

Республикӑри ҫамрӑк ӑсчахсен тӗпчевӗсем паха та пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫак курав ҫирӗплетет. Электротехника, педагогика, ял хуҫалӑхӗ, машин тӑвакан промышленноҫ валли хатӗрленӗ ӗҫсемпе регион ертӳҫи Олег Николаев тӗплӗн паллашрӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи вӗрентекен Виктор Петров электроаппарат завочӗн инженерӗсемпе пӗрле хальхи йышши сӳнтеркӗчсем шутласа кӑларнӑ. Вӗсене тӗнче океанӗнче, Арктика, Антарктика тӑрӑхӗнче усӑ курма пулать. Ҫакӑ ют ҫӗршыври электрохатӗрсене хамӑрӑннипе ылмаштарма май панӑ. Ҫӗнӗлӗхе ӗҫе кӗртнӗ те ӗнтӗ. 

Ытти ҫӗршывсене куҫран пӑхас темесен паянхи кун ӑслӑлӑх ӗҫне аталантарни нихҫанхинчен пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ Олег Николаев. Президент Указӗпе кӑҫалтан ҫӗршывра Наукӑпа технологисен вунӑҫуллӑхӗ пуҫланать. Тӗп тӗллевсенчен пӗри - кӑмӑл тӑвакансене пурне те, ҫав шутра шкул ачисене, студентсене, сӑнавсемпе тӗпчев ӗҫӗсене явӑҫтарасси. Ҫакӑ професси сумне ӳстерме, ҫӗнӗ специалистсем хатӗрлеме пулӑшӗ. Чӑваш Енре наука волонтёрӗсен корпусне 97 шкул кӗрӗ. Аслӑ вӗренӳ учрежденисенче ӑслӑлӑх ҫулне такӑрлатакан яш-кӗрӗме пулӑшма хатӗр. Республикӑри ҫамрӑк учёнӑйсен канашӗ те нумай ӗҫ-пуҫ йӗркелет. 

Екатерина Фомина, Андрей Шоклев