Ҫакна ҫынсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнти налук инспекцийӗнче тума пултараҫҫӗ. Онлайн мелӗпе харпӑр хӑй кабинетӗнче те деклараци тӑратма пулать. 2020-мӗш ҫулта хваттер е ҫурт, ҫӗр лаптӑкӗ, танспорт хатӗрӗсем тата ытти пурлӑх сутса тупӑш илнисен, ҫывӑх мар тӑванран ҫакнашкал парне йышӑннисен, пурлӑха тара парса укҫа-тенкӗллӗ пулнисен отчет памалла.
Алиса Александрова, Ммихал Солин