Наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш патшалӑх университечӗн 3-мӗш общежитине юсаса ҫӗнетнӗ

Унта техника факультетӗнче вӗренекенсем, ҫавӑн пекех чикӗ леш енчи тата ҫемьеленнӗ 400 яхӑн студент пурӑнӗ. "Хваттерти пекех" теҫҫӗ, ҫӗнӗ майсене хаклама ӗлкӗрнӗ ҫамрӑксем. 

Пилӗк хутлӑ общежитине 58 ҫул каялла хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗплӗ юсаман. Реконструкци хыҫҫӑн ҫурт пӗр хут ҫӳллӗрех тата 2 пин те 600 тӑваткал метр пысӑкрах пулнӑ. Хальхи вӑхӑтпа килӗшсе тӑракан лифт вырнаҫтарнӑ. Уява килнӗ хӑнасем ку ҫуртра пуҫласа пурӑнма тытӑнакан ҫамрӑксене пӳлӗмсен уҫҫисене парса саламларӗҫ. Хӑйсен студент чухнехи самантсене ӑшшӑн аса илчӗҫ. Общежити иккӗмӗш кил пулнине ҫирӗплетрӗҫ. 

Хӑнасем тӗпрен ҫӗнелнӗ общежитине пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, кунти майсемпе паллашрӗҫ. Хальхи нормӑпа килӗшӳллӗн пӳлӗмре пурӑнакан кашни ҫын валли 7 тӑваткал метр ҫурӑ лаптӑк уйӑрнӑ. 3-мӗш общежитине уйрӑм проектпа реконструкциленӗ. Кашни блокра пӗр, икӗ е виҫӗ пурӑнмалли пӳлӗм. Пуринче те кухня, ваннӑпа туалет пур. Пӳлӗмсемпе коридорсенчи сӗтел-пукана та ҫӗнетнӗ. Кашни хутра япала ҫумалли, типӗтмелли, якатмалли вырӑн йӗркеленӗ - кӗпе-йӗм ҫумалли виҫшер машин лартса панӑ. Ҫамрӑксен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттермелли лаптӑксем те пур. Общежитин пӗрремӗш хутӗнче - акт залӗ, коворинг-центр тата шахмат клубӗ. 3-мӗшпе 6-мӗш хутсенче спорт пӳлӗмӗсем тунӑ. Ҫавӑн пекех сусӑр студентсем пирки те шутланӑ - коридорсене сарлакалатнӑ. 

Паянхи куна Чӑваш патшалӑх университетӗнче Раҫҫейри 71 регионтан тата чикӗ леш енчи 55 ҫӗршывран 20 пине яхӑн студент пӗлӳ илет. Пурӗ 9 общежити. Вӗсенче 3 пин ытла ҫамрӑк пурӑнать. Ҫӗнелсе капӑрланнӑ ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн хӑнасем студентсемпе калаҫрӗҫ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе кӑсӑкланчӗҫ. 

 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов