Наци музейӗ чӑваш тӗррин кунӗ умӗн ятарлӑ акци пуҫарнӑ

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республика Чӑваш тӗррин кунне уявлӗ. Ун умӗн Наци музейӗ хамӑр халӑх хӑйнеевӗрлӗхне, чӑваш эрешӗ ҫынна мӗн тери илем кӳнине тӗнчене кӑтартас тӗллевпе "Эпӗ тата чӑваш тӗрри" флешмоб пуҫарнӑ. 

Наци тӗрри-эрешӗ чӑвашсен историне, тӗнчекурӑмне, йӑли-йӗркине туллин сӑнарлать. Тӗрлӗ ҫӗвӗпе илемлетнӗ кашни япала кӑмӑла ҫӗклет, чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать. 

Флешмоба хутшӑнас тесен «Вконтакте» е «Телеграм» социаллӑ тытӑмра #яичувашскаявышивка хэштегпа палӑртса чӑваш тумӗпе ӳкерӗннӗ сӑн вырнаҫтармалла. Сӑнӳкерчӗксене музей пӗр ҫӗре пухса коллаж йӗркелӗ. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хӑйӗн сайтӗнче тата социаллӑ тытӑмра вырнаҫтарӗ. Чи нумай лайк пуҫтарнӑ, куракансене пуринчен те ытларах килӗшнӗ ӗҫ авторӗ Наци музейӗн парнине тивӗҫӗ. 

Алиса Александрова