Интернетри вулакансен шучӗ ӳстӗр тесен мӗн пирки ҫырмалла тата мӗнле видео вырнаҫтармалла. Ҫак ыйтусем тӗрлӗ учрежденипе организацисен тӗнче тетелӗнчи официаллӑ тытӑмӗсенче тӑрӑшакан администраторсене иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчен уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ. Ҫав тапхӑртан пуҫласах министерствӑсен, больницӑсен, театрсен, музейсен, библиотекӑсен социаллӑ сетьсенче хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса пырасси вӑя кӗнӗ.
Интернет уҫлӑхӗнчи аудитори ансат чӗлхене килӗштерет. Ҫавӑнпа та экспертсем ҫыракансене текстсем сайтсенчен ҫӑмӑллӑхӗпе уйрӑлса тӑмаллине палӑртрӗҫ.
Вырнаҫтаракан видеосем вара кӗске пулмалла. Сӑн ӳкерчӗксенче ҫынсен кӑмӑл-туйӑмӗ уҫҫӑн курӑнмалла. Теорипе пӗрлех пухӑннисем практика тухрӗҫ, пухнӑ пӗлӗве ҫирӗплетрӗҫ. Социаллӑ ушкӑнсене тытса пырассипе хальхи вӑхӑтра Наци библиотеки ӑнӑҫлӑ тӑрӑшать. Интернетра вӗсен ӗҫ-хӗлӗпе куллен 7 пин те 500 ҫын кӑсӑкланать. Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе Патӑрьел тӑрӑхӗнчи вулавӑшсем те ҫынсене кӑсӑклӑ роликсемпе илӗртеҫҫӗ.
Леонид Петров, Сергей Емельянов