Николай Максимов калем ӑсти - шӑлламас журналист та, анлӑ шухӑшлавлӑ прозаик та. Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса Йӗпреҫ таврашӗнче ӳснӗскер, Мордва патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтранпах Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн пайташӗ, СССР писателӗсен пӗрлӗхне Николай Николаевич Чулхулара партин Аслӑ шкулӗн журналистика уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗнӗ. Район хаҫатӗнче вӑл 10-ра чухнех пичетленнӗ.
Прозӑра Николай Максимов хӗрӗх ҫулалла сулӑнсан палӑрма тытӑннӑ. 1977-мӗш ҫулта "Ялав" журналта тухнӑ пӗрремӗш калавех, "Пӗччен хӗрарӑм" ятлӑскер, Чӑваш литературин антологине кӗме пултарни тӗлӗнтерет.
Республикӑри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Улькка Элмен Николай Максимовӑн кӑкӑрӗ ҫине Раҫҫей писателӗсен союзӗн Василий Шукшин ячӗллӗ ылтӑн медальне ҫакрӗ. "Мускавсем Николай Николаевичӑн пултарулӑхне хисеплеҫҫӗ, унӑн "Спасение Европы" романӗ Раҫҫейре анлӑ сарӑлчӗ", - терӗ вӑл.
40 ҫула яхӑн тӗрлӗ хаҫатра, ҫав шутра тӗп редакторта та, ӗҫленӗ Николай Максимов прозӑри нумай жанрта лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн хальччен 12 роман 20 ытла повӗҫ-калав, пьеса кӗнеки кун ҫути курнӑ, тӑлмачӑ пек те ҫанӑ тавӑрсах ӗҫленӗ вӑл: тӗрлӗ авторӑн 10 яхӑн кӗнекине куҫарнӑ. Юлашки вӑхӑтра истори хайлавӗсемпе ҫине тӑрса ӗҫлет.
Пултарулӑх каҫне пухӑннӑ тишкерӳҫӗсем унӑн публицистикӑри ӑсталӑхне те, прозӑри маҫтӑрлӑхне те пысӑка хурса хакларӗҫ, тӗллевӗсем пархатарлине палӑртрӗҫ.
Ҫыравҫӑ тӗлпулура палӑртса хунӑ ӗҫӗсем ҫинчен те каласа пачӗ: ҫитес ҫулсенче вулакан патне "Человек из мавзолея" тата "19-45" романсем ҫитмелле.
Ҫыравҫӑн ҫӗнӗ хайлавӗсемпе уҫӑ электронлӑ библиотекӑсенче паллашма пулать.
Марина Карягина, Вадим Владимиров