Наци библиотекинче Николай Федоров сенаторӑн кӗнекине пахаларӗҫ

Наци библиотекинче "Чӑваш Енри вулавӑшсен аталану ҫул-йӗрӗ" ятпа икӗ кунлӑх форум ӗҫлерӗ. Унта республикӑн пӗрремӗш президенчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Фёдоров та хутшӑнчӗ, Чӑваш Ен библиотекисене хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине парнелерӗ. 

Пӗлтӗр Наци музейӗнче Николай Фёдоровӑн "Вспоминая время надежд..." кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗччӗ. Унта автор ҫӗршыври пысӑк улшӑнусен тапхӑрне хӑй витӗр кӑларса "вӑхӑт портретне" ӳкерет пулсан, "Во дни сомнений" кӗнекере паян этемлӗхе тӳрреммӗн пырса тивекен ыйтусем тавра шухӑшлать: вӑрҫӑпа тӑнӑҫ пурнӑҫ, этемӗн правипе ирӗклӗхӗ, культурӑпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем, пурӑнса ирттернӗ вӑхӑт паракан ӑс-тӑн ҫинчен пуҫ ватни - ҫакӑ йӑлтах ҫӗршыв пуласлӑхӗ ҫинчен ӗмӗтленни. Тӗлпулӑва Приморье тӑрӑхӗн губернаторӗ, 1993-1997-мӗш ҫулсенче Раҫҫейӗн Сан-Францискори тӗп консулӗ пулнӑ Владимир Кузнецов профессор та хутшӑнчӗ, ӗҫтешӗпе чылай ыйтӑва пӗрле, тавлашса, татса пани ҫинчен каласа пачӗ. "Ҫирӗплӗхе тӗрӗслекен кӑткӑс тапхӑрта пирӗншӗн пуянран та пуян культура, нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрӑн ӑс-хакӑл тупри - тӗрек вырӑнӗнче, - терӗ Николай Васильевич, - халӗ шӑпах классиксен ырра вӗрентекен, кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫын пулса юлма пулӑшакан хайлавӗсене алла тытмалли вӑхӑт". Вулакана калас килни пуҫтарӑннӑ пулсан - эппин, кӗнеке кӑларма мехел ҫитнӗ. 

Ҫӗнӗ кӗнекине автор ашшӗне, Василий Фёдорович Фёдорова, халалланӑ. 1945-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йывӑр ҫапӑҫура "вилмелле аманнӑ" салтак темле асамлӑ майпа сывӑ юлнӑ та Иркутскри госпитальте тӑна кӗнӗ. Шӑпа тӗлӗнтермӗшӗ ӗнтӗ ку: апла Николай Фёдоровӑн, ҫамрӑклах Раҫҫей юстици министрӗ, унтан Чӑваш Республикин президенчӗ, каярах Раҫҫей ялхуҫалӑх министрӗ, сенатор пулас ывӑлӗн ҫут тӗнчене килмеллех пулнӑ. Авторпа куракансем хушшинче хӑй еккипех диалог йӗркеленчӗ: сумлӑ хӑна пурин ыйтӑвне те туллин хуравлама тӑрӑшрӗ. Николай Васильевич пирӗнпе те кӑмӑлне уҫса калаҫрӗ, хӑйне кулленхи ӗҫре мӗн хавхалантарса пынине те пытармарӗ.

Республикӑри вулавӑшсене модернизацилеме тытӑнасси те, республикӑн Наци библиотекин ҫуртне тӗпрен юсаса ҫӗнӗ сӑн-сӑпат кӳресси те Николай Фёдоров Чӑваш Ен президенчӗ чухне пулчӗ. Форума хутшӑнакансем Николай Васильевич 16 ҫул республикӑна ертсе пырса мӗнле пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем туни ҫинчен каласа кӑтартакан куравпа та паллашрӗҫ. 

Николай Фёдоров Наци библиотекин пуҫлӑхне Роза Лизаковӑна "Во дни сомнений" кӗнекин 500 экземплярне республикӑри вулавӑшсене парнелерӗ.

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова