Калӑпӑшлӑ ӗҫ-пуҫӑн тӗп тӗллевӗ - тӗрлӗ муниципалитетри яш-кӗрӗмӗн шухӑшне, малашлӑха палӑртнисене, хумхантаракан ыйтӑвӗсене тӗпчесе пӗлсе малалла аталанма ҫул уҫасси. Форума хӑйӗн ӗҫӗнче самай опыт пухнӑ ӑста спикерсене чӗнсе илнӗ. Кашнине итлесе пӗлтерӗшлине шута илмелли нумай.
Форума республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхран библиотекарьсем, культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсем пухӑннӑ. Пурӗ 60-а яхӑн специалист. Паянхи пурнӑҫра саманапа тан ӗлкӗрсе пыма хистенине кура пӗрмай вӗренни, ӗҫе ҫӗнӗ меслетсем кӗртни паха. Ҫавӑнпа та чылайӑшӗ пӗрремӗш хут пуҫаруллӑ ҫамрӑксене пӗрлештерекен форума пысӑк туртӑмпа ҫитнӗ.
Кӑсӑклӑ пуҫарусене тӗпе хурса тӗрлӗ проект ҫыракансем хальхи вӑхӑтра грант конкурсӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Культура тытӑмӗнче те ҫаплах. Анчах йӗрки-меслетне пӗлмесӗр хӳтӗленме йывӑртарах.
Хальхи культура чӗлхи пирки те сӑмах хускатрӗҫ форумра. Ялти специалистсен авалхи юрӑсене ҫырса илес ӗҫе мӗнле йӗркелемелли пирки калаҫрӗҫ. Тӗлпулӑва вӗҫленӗ май Светлана Каликова министр ҫамрӑк специалистсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








