Наци библиотекинче «Аслӑ ҫӗршывшӑн!» ятпа ыр кӑмӑллӑх концерчӗ иртрӗ

Унта республикӑри паллӑ опера юрӑҫисем хутшӑнчӗҫ. Раҫҫей паттӑрӗсене сума суса йӗркеленӗ уявсене кирек кам та тӳлевсӗрех килсе курма пултарать. Концертсенче ытти паллӑ артистсем те юрлаҫҫӗ. 

Юрӑ каҫӗ савӑнӑҫлӑ самантпа уҫӑлчӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе кӑҫал Валентина Двойнована Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хаклӑ парнене опера юрӑҫине культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пачӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи халӑхӑн тылри паттӑрлӑхне асӑнса иртнӗ ҫулсенче Валентина Николаевна ҫӗнӗ хӑватлӑ юрӑсем хайларӗ. Вӗсем чуна пырса тивеҫҫӗ. Тӗнчери лӑпкӑлӑха хакласа халӑхсене тӑнӑҫ пурнӑҫа чӗнекен юрӑсем халӗ нихҫанхинчен паха. 

Алексей Енейкин, Андрей Шоклев