Раҫҫей Банкӗн Наци библиотекинче ӗҫлекен курав пӗлтӗр Ҫӗнтерӗве туптанӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ виртуаллӑ проектӑн малалли пайӗ. Унта 19 ӗҫпе паллашма пулать. Пирвайхи тенкӗсене Ҫӗнтерӗвӗн 20 ҫулне халалласа 1965-мӗш ҫулта 60 миллион тиражпа ҫапса кӑларнӑ. Унтанпа ҫав хӑрушӑ саманапа ҫыхӑннӑ 150 ытла тимӗр укҫа тухнӑ. Герой ятне илнӗ хуласен шӑпипе паллаштарнӑ тенкӗсем те пур. Ленинграда халалланӑ тимӗр укҫасем куравӑн ытларах пайне йышӑнаҫҫӗ. Экспозици вара раштав уйӑхӗн 23-мӗшчен ӗҫлӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров