Наци библиотекинче Аркадий Русаковӑн ҫӗнӗ романне пахаларӗҫ

Чӑваш кӗнеке издательстви тӑван чӗлхепе ҫырнӑ романсен конкурсне ирттернӗччӗ, пӗлтӗр унта ҫӗнтернӗ "Турхан сӑмахӗ" историлле хайлава пичетлесе кӑларнӑччӗ. Шупашкара унӑн авторӗ, Пушкӑртстанра пурӑнакан Аркадий Русаков килнипе усӑ курса, вулакансем ҫӗнӗ кӗнекене пахалама Наци библиотекине пуҫтарӑнчӗҫ.

"Чӑваш романӗ" литература ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ хайлавӑн авторӗ Аркадий Русаков - профессипе тухтӑр, Фёдоровка салинчи район сыватмӑшӗнче невролог пулса ӗҫлет. 35 ҫул Стерлитамакри чӑваш ҫыравҫисен "Шуратӑл" литература пӗрлешӗвӗнче тӑракан писатель "Кашни ҫыннӑн чун иленӗвӗ пур. Эпӗ сунара ҫӳреме кӑмӑлламастӑп, пулӑра лармастӑп, ҫӗрлесерен ҫыру сӗтелӗ хушшинче ӗҫлесе ларасси вара - чӑн-чӑн киленӗҫ", - тет. Аркадий Никандрович ку романа икӗ ҫул ҫырнӑ.

Кӗнеке редакторӗн хӑйӗн те истори хайлавӗсем сахал мар: тӑван халӑхӑн иртнӗлӗхне аван тӗпченӗ вӑл. Романри сюжет йӗрӗсене сӳтсе явнӑ май паянхи вулаканшӑн хальччен пӗлменни нумай уҫӑлса пырать.

Аркадий Русаковӑн ку пӗрремӗш кӗнеки мар. Халӑхӑн иртнӗ кунҫулӗпе ҫыхӑннӑ "В стране чувашской истории", "Эпир кунта хӗҫпе килмен" хайлавӗсем те хальхи ӑрушӑн кӑсӑклӑ. Тепӗр романист, Людмила Сачкова, ӗҫтешӗн тӑрӑшӑвне, пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗ.

Иртнӗлӗхе, хамӑр йӑх-несӗле аван пӗлни пуласлӑхӑмӑр ҫинчен тарӑнрах шухӑшлама хистет. Романа вулакансем хапӑлласа йышӑнасси иккӗленӳсӗр.

Марина Карягина, Святослав Петров