Наци библиотекинче «20-мӗш ӗмӗрти пултаруллӑ сасӑсем» асилӳ каҫӗ иртрӗ

Пухӑннисем Максим Михайлов тата Анна Казакова юрӑҫсем 20-мӗш ӗмӗрти чӑваш тата тӗнче культуринче мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен калаҫрӗҫ. 

Максим Михайловпа Анна Казакова халӑхӑн юратнӑ юрӑҫисем пулнӑ. Пӗри Мускаври Пысӑк театрта - СССР халӑх артисчӗ, тепри Шупашкарта - патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Михайлов ҫуралнӑранпа кӑҫал 130 ҫул ҫитрӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кульцавра ҫав тери чухӑн ҫемьере ҫитӗннӗ пулсан та 15-рех Хусана телей шырама ҫурран тухса утнӑ. Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ, вӗреннӗ. Ҫавах та вокал ӑсталӑхне системӑллӑ вӗренме май килмен. Сасӑ вӑйлипе ача чухнех чиркӳре юрлама пуҫланӑ. Каярахпа тиеке тухма май килнӗ. Хусанпа Омскри чаплӑ чиркӳсенче ӗҫленӗ. Ҫапах та пуринчен уйрӑлса тӑракан басӗ ӑна Мускавах илсе ҫитерет. Унта ӑна пуҫлӑхсем - кун евӗр талант чиркӳре усӑсӑр пӗтет тесе - Пысӑк театра чӗнсе илеҫҫӗ. Михайлов шӑпи тӗрлӗ, ҫавах та вӑл ялан Турра парӑнса пурӑннӑ. Турри те ӑна сыхласах тӑнӑ. 

1918-мӗш ҫулта Омскри протодьяк Колчак салтакӗсене вӑрҫа пиллесе ярать. Сталин — опера искусствине ҫав тери кӑмӑлланӑскер - ҫакна пӗлсех, Максим Михайлов сассипе киленсе, хӑй патне хӑнана чӗннӗ. Иккӗшӗ пӗр пӗрин умӗнче ним калама пӗлмесӗр ларнӑ, тет. Пӗр-ик сехет иртсен Сталин «хорошо посидели» тесе каланӑ, тет. Пултарулӑх ҫулӗ Михайловшӑн телейлӗ пулнӑ: опера сцени, фильмсенче ӳкерӗнни - «Иван Сусанин», «Игорь Кнеҫ», «Хаяр Иван», манӑҫми чаплӑ концертсем. 

Пысӑк театр солисчӗ ҫинчен пухӑннисене ун ҫинчен кӗнеке ҫырса кӑларнӑ Михаил Кондратьев музыковед каласа кӑтартрӗ. 

Канашри музыка шкулӗн директорӗ Лиана Андреева чаплӑ юрӑҫӑн мӑнукӗ шкула Максим Михайлов ятне памашкӑн пулӑшни пирки, ун ячӗпе концертсем йӗркелени ҫинчен пӗлтерчӗ.

Анна Казакова юрӑҫ шӑпи ансатрах. Хусан кӗпӗрнинчи Теччӗ уесӗнчи Кӑнна Кушкинче ҫуралса ҫитӗннӗ. Ашшӗ пекех Чӗмпӗр шкулӗнче икӗ ҫул вӗренме май килнӗ унӑн. Каярах Шупашкарти музыкӑпа театр училищине пӗтерет те ӗмӗрӗпех Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче юрлать. Радиопа питӗ нумай янранипе тата халӑх юратнипе ӑна пӗрмай юрлаттарнӑ — чӑвашсем хушшинче вӑл питӗ паллӑ артист пулса тӑнӑ. Вӑл шӑрантарнине илтсен кирек ӑҫта та, кирек кам та ӗҫе пӑрахсах радио ҫывӑхнерех куҫма тӑрӑшнӑ. 

Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Казакова ансамбльпе пӗрле Михайлов пекех салтаксем умӗнче юрланӑ. Шупашкарта пӗр уяв концерчӗ те вӑл хутшӑнмасӑр иртмен. Ҫавах та халӑх юратнӑ юрӑҫа халӑх ятне паман. 30-мӗш ҫулсенче ун упӑшкине халӑх тӑшманӗ тесе тӗрмене лартнӑ пулнӑ. Анна Казакова шӑпипе пухӑннисене Юрий Васильев паллаштарчӗ. Анна Григорьевна музыкӑпа театр училищинче кӑна вӗреннӗ, ҫавах та вӑл Итали ӑстисен юрлав мелӗсене лайӑх туйнӑ. Ҫак туйӑм тата чун вӑйӗ халӗ те унӑн архивра упранакан сассинчен тапса тӑни сисӗнет, терӗ. Асӑну каҫӗнче юрӑҫӑн ачисемпе мӑнукӗсем пулчӗҫ. 1956-мӗш ҫулта ҫак икӗ юрӑ ӑсти - Анна Казаковапа Максим Михайлов - Шупашкарта куҫа куҫӑн тӗл пулса Чӑваш театрӗнче ирттернӗ концертра пӗрле вырӑс романсӗсене шӑрантарнӑ. Икӗ виҫесӗр талантлӑ та халӑхра паллӑ артистсен пултарулӑхӗ тӑван ҫӗршывра тӗл пулнӑ.

Александр Осипов, Андрей Шоклев