Çĕнĕ туссем тупнă, ăсталăх та пухнă

„Жемчужинки Чувашии-2022“ фестиваль-конкурс çĕнтерÿçисем Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕ йĕркеленĕ вĕренÿ курсĕнче пĕлÿ илнĕ. Мускав облаçĕнчи Клин хулинчи лагерьте вĕсем вунă куна яхăн пурăннă. 

Шупашкар районĕнчи Дмитрий Никифоров хăйпе пĕрле çула баян илсе тухнă. Çак музыка инструментне калама вăл çулталăк каялла вĕреннĕ. Унччен маларах аслашшӗ пулӑшнипе хут купăспа туслашнă. Халӗ Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулне ҫӳрет. Вĕренÿ курсĕ вăхăтĕнче иртнĕ концертра Дима чăвашла юрланă. 

Юрий Энтин пултарулăх центрĕ йĕркеленĕ вĕренÿ курсне Мускав, Брянск, Мурманск, Оренбург, Ростов облаçĕсенчен, Чăваш Енрен пурĕ 60 ачана йыхравланă. Пирĕн республикăран унта хутшăнма „Жемчужинки Чувашии“ фестиваль-конкурсăн çĕнтерÿçисем – Настя Кириллова, Дима Никифоров тата Даша Моранькова тивĕç пулнă. Çак фестивале Юрий Энтин пултарулăх центрĕ хăй хÿттине илнĕ. „Интерактивлă ача-пăча музыка театрĕ“ проектпа килешÿллĕн йĕркеленĕ вĕренÿ курсне килнĕ ачасен пултарулăхне паллă поэт хăй хакланă. 

Екатерина Фомина, Святослав Петров, Виктор Степанов