Мускаври курав-форумра паттӑрлӑх урокӗ иртрӗ

ВДНХри Чӑваш Ен экспозицийӗ кӑсӑк та пуян, кунта яланах мӗн те пулин ҫӗнни пӗлме май пур. Пӗр кунлӑха вӑл тӗпчев ирттермелли лапам пулса тӑчӗ. Республикӑн Вӗренӳ министерстви унта тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ йӗркелерӗ. 

Фоторобот тума, дактилоскопи ирттерме, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама, тракторпа ҫӳреме вӗренчӗҫ. 

Ачасем те, ҫитӗннисем те хаваспах тӗрлӗ професси вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчерӗҫ. Роспатриотцентрпа республикӑн Вӗренӳ министерстви йӗркеленӗ Паттӑрлӑх урокӗ те кашни асӗнче манӑҫми йӗр хӑварӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва Гавриил Масловский капитан 1944-мӗш ҫулта ывӑлӗ патне янӑ ҫырӑвӗпе паллаштарчӗҫ. 

Унтанпа 80 ҫул иртнӗ пулин те ҫырури йӗркесем пӗлтерӗшне ҫухатман. Паян та пирӗн салтаксем Тӑван ҫӗршыва паттӑрӑн хӳтӗлеҫҫӗ, тӗрӗслӗхшӗн ҫапӑҫу хирӗнче тӑраҫҫӗ. Тыл тӗрев пани те пӗлтерӗшлӗ. 

Пӗр сехет пынӑ Паттӑрлӑх урокӗ сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем патне ҫамрӑксен ыйту сахал мар пулчӗ. 

Ҫакнашкал тӗл пулусем ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршыва юратма, унпа мӑнаҫланма, хамӑрӑн истори еткерлӗхне упрама вӗрентнине палӑртрӗ Дмитрий Захаров министр. Паттӑрлӑх урокӗсене Чӑваш Енри пӗлӳ учрежденисенче тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Малашне те шкул ачисемпе студентсен расписанинче вӗсем тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ. 

Екатерина Фомина, Светлана Позднякова, Святослав Петров